Урал сасси
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
26 Кӑрлач 2022, 11:19

Икĕ çулта 103 шкул юсĕç

2022-2023 çулсенче 40 муниципалитетра 103 шкул юсасси çинчен республика правительствин ларăвĕнче ПР вĕрентÿпе наука министрĕн çумĕ Ильдар Мавлетбаев пĕлтернĕ.

Икĕ çулта 103 шкул юсĕç
Икĕ çулта 103 шкул юсĕç

ПР премьер-министрĕ Андрей Назаров сăмахĕсем тăрăх, 2019-2021 çулсенче регионти 1175 пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан муниципаллă вĕрентÿ учрежденийĕнче тĕп юсав ĕçĕсем ирттернĕ. Пурлăхпа техника никĕсне çирĕплетме республика бюджетĕнчен 2,5 млрд тенкĕ уйăрнă. Апла пулин те пĕлÿ учрежденийĕсенче пĕтĕмĕшле тĕп юсав ĕçĕсем ирттересси тата шкулсенчи пурлăхпа техника никĕсне çирĕплетесси çивĕч тăрать-ха.
– 2022 çултан эпир шкулти вĕрентÿ системине çĕнетессипе çыхăннă федераллă программăна хутшăнатпăр. Унпа килĕшÿллĕн 2026 çулччен 365 шкула юсама палăртатпăр. Çавăн пекех вĕсене паянхи саманапа килĕшÿллĕ хатĕрсемпе тивĕçтеретпĕр, – пĕлтернĕ Андрей Назаров. – Çакна та палăртас килет, федераллă бюджетран укçа-тенкĕ уйăрнин калăпăшĕпе Пушкăртстан Раççейре виççĕмĕш вырăн йышăнать. Икĕ çула 4 млрд тенкĕ ытла куçармалла.
ПР Правительствин премьер-министрĕ ĕç срокĕсене хăвăртлатма тата 2023 çулта тĕпрен юсамалли объектсен шутне палăртма хушнă.
Надежда РОДИОНОВА.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: