Урал сасси
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
26 Кӑрлач 2022, 12:25

Пушкăртстанра сыснасен Африка чумине тупса палăртнă

Çтерлĕ районĕнчи харпăр хуçалăхра сыснасен Африка чумин вирусне тупнă.

Пушкăртстанра сыснасен Африка чумине тупса палăртнă
Пушкăртстанра сыснасен Африка чумине тупса палăртнă

Сыснасен Африка чумине (АЧС) Пушкăртстанри Çтерлĕ районĕнчи харпăр хуçалăхра тупнине республикăри ветеринари службин пресс-служби пĕлтернĕ.

- Сыснасен Африка чумин вирусне сарас мар тесе мерăсем йышăннă пулсан та вăл  пурпĕрех республика территорине кĕме пултарнă. Январь уйăхĕн 25-мĕшĕнче Çтерлĕ районĕнчи  уйрăм хуçалăхра вилнĕ выльăхсене тĕрĕсленĕ хыççăн сыснасен Африка чумин  ДНКне тупса палăртнă. Асăннă чирпе чĕр чунсем срокĕ тухнă продукци е пăсăлнă каяшсем çинипе чирлеме пултарнă, - тесе пĕлтернĕ ветеринари службинче.

Халĕ асăннă служба чир вучахне тĕп тăвассипе ĕçлет.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: