Урал сасси
+17 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Новости
27 Кӑрлач 2022, 16:15

Вăрмансене çĕнетме питомниксем тăвĕç

Пушкăртстанра вăрмансене çĕнетме тата хунав йывăçсем лартса ÿстерме вăрман питомникĕсем тăвĕç.

Вăрмансене çĕнетме питомниксем тăвĕç
Вăрмансене çĕнетме питомниксем тăвĕç

Паян Пушкăртстанри Патшалăх Пухăвĕн-Курултайĕн депутачĕсем пленарлă ларура çĕнĕ саккун, вăрмансемпе усă курмалли çĕнĕ мел – «вăрман питомникĕсене туса вĕсемпе усă курасси» йышăннă. Унпа килĕшÿллĕн акнă хунавсемпе вăрманта ÿсекен йывăçсен хунавĕсене çитĕнтерĕç.

Вăрман питомникĕсем валли уйăрнă вăрман участокĕсенче çирĕп (капитальное)  тата çирĕп мар хуралтăсем туса лартма юрать.

 - Пушкăртстан Атăлçи федераллă округра искусствăллă майпа вăрман çĕнетес енĕпе малти вырăнта пырать. Çак ĕçе пурнăçа кĕртме пысăк  регионти масштаблă проектсем тата вăрмансене хÿтĕлессипе çыхăннă тĕрлĕ акцисем пулăшаççĕ. Унсăр пуçне вăрман лартса ÿстермелли техника туянас ĕç те пырать. Анчах та вăрмансене тухăçлăрах çĕнетс тесен пысăк пахалăхлă хунавсем кирлĕ. Паян йышăннă саккун республикăри питомниксен шутне ÿстерме тата кирлĕ чухлĕ хунав çитĕнтерме май парать,  - ăнлантарса панă парламаент спикерĕ Константин Толкачев.

Надежда РОДИОНОВА.  

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: