Усламçăсен шучĕ ÿсни хăй тĕллĕн ĕçлекен çынсем (самозанятые) тата легальлĕ мар усламçăсем («теневиксем») налог органĕсенче ытларах регистраци иртнипе çыхăннă тесе пĕлтерет ПР Предпринимательство енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕ. Иртнĕ çул вĕçĕнче республикăра хăй тĕллĕн ĕçлекен çынсем 77 пине çитнĕ – 2020 çулхинчен 2,7 хут нумайрах. Кăçалхи январь уйăхĕн 10-мĕшĕ тĕлне регионта пурĕ 122,2 микропредприяти (+4,2 %) пулнă. Пĕчĕк предприятисен шучĕ вара 172 организаци (-3,8 %) сахалланнă.
Пĕчĕк тата вăтам предпринимательствăра ĕçлекенсен шучĕ те ÿснĕ. Енчен те 2019 çулта çак сферăра 410 пин çын вай хунă (пурĕ бизнес субъекчĕсем - 126 847) пулсан, 2021 çулта – 460 пин.
Республикăри пĕчĕк тата вăтам бизнесра, экономика енчен пăхсан, чи анлă сарăлнă сфера суту-илÿ (37,4 %) шутланать. Ун хыççăн строительство усламĕ – 10, 7 % тата тĕрлĕ япаласем туса кăларакан производство – 7,8 %.
Пĕчĕк тата вăтам предпринимательствăн 340 яхăн субъекчĕ пĕрлĕхлĕ реестăра обществана социаллă пулăшу паракан предприятисем пек кĕнĕ. Сăмах май, 2021 çулта Пушкăртстан социаллă предпринимательсен шучĕпе Раççейре иккĕмĕш вырăн йышăннă.
Юрий МИХАЙЛОВ.