Пур хыпар та
Новости
31 Кӑрлач 2022, 09:04

Пушкăртстанра иртнĕ çул 66 пин ытла çын вилнĕ

Росстат 2021 çулта çуралнă çынсемпе вилнисен кăтартăвне пĕлтернĕ.

Пушкăртстанра иртнĕ çул 66 пин ытла çын вилнĕ
Пушкăртстанра иртнĕ çул 66 пин ытла çын вилнĕ

Ведомство палăртнă тăрăх, Пушкăртстанра иртнĕ çулхи 12 уйăхра 66 366 çын ĕмĕрлĕхех канлĕх тупнă, 2020 çулхипе танлаштарсан 6522 çын нумайрах. Специалистсем республикăра кăшăлвирус инфекцине пула 5 952 çын пурнăçĕ татăлнă тесе шутлаççĕ.

Вилнисем çуралнисенчен ытларах пулнине сăнанă. 2021 çулта 39 964 пепке çут тĕнчене килнĕ, пĕр çул маларахринчен 1847 ача сахалрах. Халăх хăй хальлĕн чакни 26 402 çынпа танлашать.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор: Юрий Михайлов
Читайте нас