Пур хыпар та
Новости
31 Кӑрлач 2022, 17:52

Тăванĕсем ватă çынна нÿхрепрен кăларайман

Январь уйăхĕн 31-мĕшĕнче васкавлă пулăшу службисем патне Дюртюли хулинчен ырă мар хыпар килсе çитнĕ – 72 çулхи арçын нÿхрепе аннă та хăй тĕллĕн каялла хăпарайман. Унпа пĕрле пурăнакан çывăх çыннисем те ăна тивĕçлĕ пулăшу парайман. Çавна пула пăтăрмаха лекнĕ çынна пулăшма васкаса ПР Инкеклĕ лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн вырăнти çăлавçисен тухса кайма тÿр килнĕ.

Тăванĕсем ватă çынна нÿхрепрен кăларайман
Тăванĕсем ватă çынна нÿхрепрен кăларайман

Ведомство ĕçченĕсем пĕлтернĕ тăрăх, ватă çын нÿхрепе çĕр улми илме аннă. Çÿлелле хăпарма пуçласан вăл вăй пĕтнине туйса илнĕ. Ăна тăванĕсем те пулăшма хăтланса пăхнă, анчах та нÿхреп тарăн (4 метр) тата унăн кĕмелли-тухмалли çăварĕ ансăр пулнипе, тем чул тăрăшсан та усси пулман.

Çăлавçăсем инкеке лекнĕ ватта альпинист хатĕрĕпе усă курса çÿле хăпартма пултарнă. Арçынна çийĕнчех васкавлă пулăшу ĕçченĕсен аллине панă.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор: Юрий Михайлов
Читайте нас