Новости
1 Февраля 2022, 09:30

Хăш-пĕр социаллă тÿлевсем ÿсĕç

Февраль уйăхĕн 1-мĕшĕнчен хăш-пĕр социаллă тÿлевсем ÿсĕç. Çав шута ача çуралнă чух пĕр хутчен, 1,5 çул тултариччен уйăхсерен парăнакан пособисем, çар службине призывпа иртекен арçынсен арăмĕсемпе ачисене уйăракан тÿлев, ачана çемьене усрава илнĕ чух пĕр хутчен парăнакан пособи, вилнĕ çынна пытарма уйăракан пособи кĕреççĕ.

Хăш-пĕр социаллă тÿлевсем ÿсĕçХăш-пĕр социаллă тÿлевсем ÿсĕç
Хăш-пĕр социаллă тÿлевсем ÿсĕç

Ача амăш капиталĕ 8,4% ÿсĕ

Февраль уйăхĕн 1-мĕшĕнчен усă курман ача амăш капиталне 8,4 процента индексацилĕç. 2020 çултан пуçласа çуралнă пĕрремĕш ачашăн тÿлев 524 527,9 тенкĕпе, 2020 çулччен çуралнă иккĕмĕш ачашăн тÿлев 693 144,1 тенкĕпе танлашĕ. Енчен те икĕ ача та 2020 çулта е ун хыççăн çуралнă пулсан, пĕрремĕшне  524 527,9 тенкĕ, иккĕмĕшне 168 616,2 тенкĕ уйăрĕç.

Ача амăш капиталĕпе усă курнă пулсан вăл индексаци иртмест. Ăна пĕтĕмпе усă курман пулсан, юлнă укçана ÿстереççĕ. Ун çинчен выпискăпа усă курса Госуслуги  clck.ru/ajcwf сайтра пĕлсе пулать.

Страхлав пенсисене 8,6 процента индексацилĕç

2022 çулта ватлăх пенсийĕсене малтан палăртнă пек 5,9% мар, 8,6 процента индексацилĕç. Январь уйăхĕнче ватăсем ÿстернĕ пенси илме тивĕç. Е вĕсене февраль уйăхĕнче малтанхи уйăхшăн хушма тÿлев парĕç. Индексаци иртнĕ хыççăн Раççейри вăтам пенси 19 пин тенке яхăн пулĕ.

Пушкин карттипе кинона билетсем туянма пулĕ

Февраль уйăхĕн 1-мĕшĕнчен Культура министерстви, Кино фончĕ тата регионти власть органĕсем пулăшнипе ÿкернĕ фильмсен билечĕсене Пушкин карттипе тÿлеме май пур. Вĕсен шутне хамăр çĕршыври кинематографсен «ылтăн коллекцинчи» киносем те кĕреççĕ. Хăвăра килĕшекен фильмсем хăçан пуласси çинчен «Госуслуги Культура» приложенире е культура. рф сайтра пĕлсе пулать. Çулталăкне «Пушкин картти» çинчен кино билечĕсем валли 2000 тенкĕ хывма юрать.

Парăм укçине тытса юлнă чух пурăнмалли минимум шайне хăварни

Февраль уйăхĕн 1-мĕшĕнчен парăма пула çынна хирĕç уголовлă ĕç пуçарнă пулсан вăл пурăнмалли минимум шайне хăварма ыйтса суд приставĕсене заявлени çырма пултарать. Заявленире хăвăн даннăйсене, тупăш çăлкуçне, пурăнмалли минимум шайне куçармалли банкри счет реквизичĕсене кăтартмалла. Пристав постановленири чикĕсене кăтартĕ, банк укçана хывнă чух çакна шута илĕ.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас