Пур хыпар та
Новости
1 Нарӑсӑн 2022, 18:15

«Омикронпа» чирлесе ирттерсен çын хăрăлтатма е сассине çухатма пултарать

COVID 19-па чирленĕ хыççăн сывлăха çакăн пек хăрушă сиен кÿнине медицина наукисен кандидачĕ Владимир Зайцев аслă категориллĕ отоларинголог Lenta.ru интернет-кăларăм урлă пĕлтернĕ.

«Омикронпа» чирлесе ирттерсен çын хăрăлтатма е сассине çухатма пултарать
«Омикронпа» чирлесе ирттерсен çын хăрăлтатма е сассине çухатма пултарать

- Енчен те пырăн хыçалти енĕ тата карланкă парĕ (небная миндалина) урлă  вирус инфекцийĕ карланкăн типĕ пырĕнчен аяларах анса кайсан, унăн лăймакаллă пайĕ хăрушлăха лекет, сас чăн та пĕтме пултарать. Шăпах çавăн чухне çынна дисфони (сас хăрăлтатни) е афони (сас пĕтни) пулăмĕ кĕтме пултарать, - тенĕ тухтăр.

Специалист каланă тăрăх, камăн карланкă парне касса илнĕ вĕсен уйрăмах асăрхануллă пулмалла.

- Енчен те карланкă парне касса илнĕ пулсан, пыр шайĕнче хÿтĕлекен пай çук. Çакă питĕ начар япала. Пырăн хыçалти енче типĕ сывлăш çÿрет, унпа пĕрле вирус инфекцийĕ те пулма пултарать, - ăнлантарса панă Зайцев.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор: Юрий Михайлов
Читайте нас