Пур хыпар та
Новости
2 Нарӑсӑн 2022, 10:42

«Хĕллехи хула – 2022» район конкурсне пĕтĕмлетнĕ

Кăçал асăннă конкурса пур ял хутлăхĕсем те хутшăнман. Çавăнпа та йĕркелÿçĕсем икĕ парнеллĕ вырăн çеç палăртнă. Ермеккей ял хутлăхĕ (вĕсем ăсталанă пăр хула çулсеренех районта пурăнакан кашни çыннах савăнтарать) район шайĕнчине мар, республикăри конкурса хутшăннă.

«Хĕллехи хула – 2022»  район конкурсне пĕтĕмлетнĕ
«Хĕллехи хула – 2022» район конкурсне пĕтĕмлетнĕ

Пĕрремĕш вырăна Спартак ял Канашĕ тивĕçнĕ. Вĕсене 30 пин тенкĕлĕх сертификат панă. Эрехĕрри ял Канашне 20 пин тенкĕлĕх сертификат парса чысланă. Çак укçа-тенке ял хутлăх администрацисем тирпей-илем кĕртес ĕçе яма пултараççĕ.
Надежда РОДИОНОВА.
Ермеккей районĕ.

Автор: Надежда Родионова 
Читайте нас