Новости
2 Февраля 2022, 05:44

Раççей шайĕнчи премие тивĕçнĕ

2021 çулта педагогика ĕçĕ-хĕлĕнче пысăк çитĕнÿсем тунă вĕрентекенсен конкурсĕнче мала тухнă икĕ вĕрентекен Ермеккей районĕнчен. Вĕсем – Илира Нурисламовна Сафиуллина (Рятамак ял шкулĕ) тата Эрехĕрри шкул учителĕ Марина Станиславовна Ильина (сăн ÿкерчĕкре). Çак кунсенче пултаруллă педагогсене чаплă лару-тăрура диплом тата 200 пин тенкĕлĕх преми парса чысланă.

Раççей шайĕнчи премие тивĕçнĕРаççей шайĕнчи премие тивĕçнĕ
Раççей шайĕнчи премие тивĕçнĕ

Педагогика ĕç-хĕлĕнче пысăк çитĕнÿсем тунă чи лайăх вĕрентекенсене Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн 2018 çулхи ноябрь уйăхĕн 28-мĕшĕнче тухнă указĕпе килĕшÿллĕн чыслаççĕ.
И.Н. Сафиуллина тутар чĕлхипе литературине вĕрентет, ПР вĕрентÿ отличникĕ. 2005 çултанпа Рятамак шкул директорĕ пулса тăрăшать. М.С. Ильина – географи учителĕ. Тăван шкулĕнче 26-мĕш çул ачасене пĕлÿ парать. Марина Станиславовна тĕп ĕçне тунисĕр пуçне, обществăлла ĕçсене те хастар хутшăнать.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас