Новости
2 Февраля 2022, 11:30

Раççейре 2021 çулшăн деклараци кампанийĕ пуçланнă

2021 çулта илнĕ тупăшсен декларацине 2022 çулхи май уйăхĕн 4-мĕшĕччен тăратмалла. 3-НДФЛ формăна вырăнти налог органĕ е МФЦ йышăнать. Çавăн пекех декларацине налог тÿлекенĕн уйрăм кабинечĕпе (онлайн мелĕпе) е «Деклараци» программăпа усă курса çырса хатĕрлеме пулать. Çакна тăвас тесен Раççейри Федераллă налог службин хушăвĕпе çирĕплетнĕ 3-НДФЛ формăна хатĕрлемелле.

Раççейре 2021 çулшăн деклараци кампанийĕ пуçланнăРаççейре 2021 çулшăн деклараци кампанийĕ пуçланнă
Раççейре 2021 çулшăн деклараци кампанийĕ пуçланнă

Тупăшсем пирки хăçан пĕлтермелле-ха? Енчен те гражданин 2021 çулта хваттер сутнă, ют çынсенчен хаклă парнесем е лотерейăпа пысăк мар укçа выляса илнĕ, пурлăха тара панă, чикĕ леш енчи çăлкуçсенчен тупăш илнĕ пулсан деклараци тăратмалла. Çурт-йĕре е хваттере сутса 1 млн тенкĕ, ытти пурлăха сутса çулталăкне 250 пин тенкĕ тупăш илнĕ пулсан, налог тÿлекенĕн 3-НДФЛ декларицие тăратма кирлĕ мар. Енчен те çак виçе пысăкрах пулсан, деклараци çырма тивет.

Çавăн пекех уйрăм предпринимательсемпе нотариуссем (уйрăм практика илсе пыракансем), адвокатсем (адвокат кабинечĕсем çирĕплетнисем) тата ытти çынсем тупăш илнине пĕлтермелле.

Çав вăхăтра хăйсем тĕллĕн ĕçлекенсем (самозанятые) деклараци тăратмаççĕ. Вĕсем пирки деклараци кампани шайĕнче те пĕлтермеççĕ.

Декларацинче шутласа кăларнă НДФЛ налогĕсене граждансен 2022 çулхи июль уйăхĕн 15-мĕшĕччен тÿлесе татмалла.    

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас