Малтанхи кăтартусемпе килĕшÿллен, ВАЗ-2114-па Lada Largus (Бакалăри тĕп район больницин медицина служби) çапăннă. Аварире пĕрремĕш автомобилĕн водителĕ тата унăн пассажирĕсем, çав шутра 14, 12 тата ултă çулхи ачасем, суранланнă. Вĕсене медицина учрежденине илсе çитернĕ. Çавăн пекех Lada Largus водителĕпе пассажирне пулăшма тивнĕ.
- Раççейĕн Инкеклĕ ĕçсен министерствин ĕçченĕсем ВАЗ-2114 автомобилĕн салонĕнче ури хĕсĕнсе ларнă водителе пулăшма тÿр килнĕ. Васкавлă пулăшу машини ултă çынна, вĕсенчен виççĕшĕ ача, Туймазăри больницăна илсе çитернĕ, - тенĕ ведомство пресс-службинче.
Асăннă çул-йĕр инкекĕн сăлтавне тĕпчеççĕ. Вырăнта полици тата васкавлă служба ĕçченĕсем ĕçлеççĕ.