Пур хыпар та
Новости
2 Нарӑсӑн 2022, 09:50

Ял хуçалăх кооперацине аталантарма 332 млн тенкĕ уйăрĕç

2022 çулта Пушкăртстанри ял хуçалăх кооперацине аталантарма 332 млн тенкĕ ытла нухрат уйăрĕç.

Ял хуçалăх кооперацине аталантарма 332 млн тенкĕ уйăрĕç
Ял хуçалăх кооперацине аталантарма 332 млн тенкĕ уйăрĕç

Ун çинчен регионти Ял хуçалăх министерствин пресс-служби пĕлтернĕ. «Пĕчĕк тата вăтам предпринимательствăна пулăшу парасси» («Акселерация субъектов малого и среднего предпринимательства») программăна пурнăçлама патшалăх субсиди евĕр 173 млн тенкĕ уйăрĕ. Тата 59,5 млн тенкине ял хуçалăх кооперативĕсен пурлăхпа техника базине аталантарма грант евĕр парĕç. 100 млн тенке регионти бюджет тупăш паракан программăна кĕрекен ял хуçалăх продукцинчен апат-çимĕç тăвакан кооперативсене уйăрĕ.

- Ял хуçалăх кооперацийĕ республикăри туса кăларакан апат-çимĕç производствин калăпăшне ÿстермелли тĕп инструмент шутланать.  Асăннă юхăм патшалăх пулăшăвне яваплăха туйса йышăнать, парăмра юлмасть. Республикăра патшалăх пулăшăвĕпе  усă курса тупăшлă ял хуçалăх кооперативĕсене аталантаракансем сахал мар, - палăртнă вице-премьер Ильшат Фазрахманов.

Виçĕ çул хушшинче Пушкăртстан ял хуçалăхĕнчи пĕчĕк тата вăтам предпринимательствăна пулăшу пама 2,3 млрд тенкĕ уйăрнă. «Пĕчĕк тата вăтам предпринимательствăна пулăшу парасси» регионти проекта пурнăçлама 821 млн тенкĕ тăкакланă. Виçĕ çул хушшинче регионта 230 çĕнĕ фермер хуçалăхĕ уçăлнă.

2020-2021 çулсенче Пушкăртстанри ял хуçалăх кооперативĕсене 100 млн тенкĕ уйăрнă. Асăннă нухрата пурлăхпа техника базине çĕнетме янă. Патшалăх пулăшăвĕн чи пысăк хисепĕ 70 млн тенке яхăн пулнă. Çав вăхăтрах грант хисепĕ кооператив тăкакĕсен 60 процентĕнчен ытла пулмалла мар. 2020 çулта патшалăх пулăшăвне сакăр кооператив хушшинче пайланă. Субсидисен вăтам калăпăшĕ 12,5 млн тенкĕпе танлашнă.

Автор: Инга Алексеева
Читайте нас