

«Дистанци мелĕпе пĕр эрне вĕренĕç. Малашнехи йышăнăва район штабĕ эпидеми лару-тăрăвне шута илсе тăвĕ. Кунсерен мониторинг ирттерĕç. Енчен те чирлекенсен шучĕ ÿсесси сыхлансан асăннă учрежденисенчи онлайн-вĕрентÿ тата 7 куна тăсăлĕ», - тенĕ Баймак район администраци пуçлăхĕ Фанис Аминев хăйĕн официаллă страницинче.
Пĕтĕмĕшле районта 8 217 ача вĕренет. Вĕсенчен 42-шĕ кăшăлвируспа чирленĕ, 1 385-шĕ - çивĕч инфекци чирĕпе.
«Хисеплĕ Баймак çыннисем, «омикронпа» чирлессинчен сыхланас тесен, кăшăлвирусăн ытти штамĕсем пекех, профилактика мерисене пăхăнма сĕнетпĕр, - чĕнсе каланă Фанис Аминев. – Пурне те вакцинаци тата ревакцинаци тунăшăн тав тăватăп. Вакцинаци иртме пултаракан 31 250 çынран 27 834-шĕ прививка тутарнă. Пурте пĕрле коллективлă иммунитета ÿстерĕпĕр, çапла майпа хăрушă чире çĕнтерĕпĕр. Хăвăра тата çывăх çыннăрсене упрăр!»