- Январь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен федераллă законпа килешÿллĕн ĕç укçин чи пĕчĕк виçи 8,6% ÿснĕ. Урăхла каласан 13 890 тенкĕпе танлашнă. Çакна урал коэффициентне хутласан курăмлă хисеп пухăнать. Анчах эпир республикăра ĕçпе тивĕçтерекенсемпе тата профсоюзсемпе, федераллă ĕç укçин чи пĕчĕк виçипе танлаштарсан, ытларах ÿстерме калаçса татăлтăмăр. Апла пулсан вăл 14 200 тенке çитĕ. Çакна та палăртса хăвармалла, январь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пирĕн республикăра ĕç укçин чи пĕчĕк виçи çинчен калакан килĕшÿ тăрăх, унăн виçи 16 330 тенкĕпе танлашĕ, - тенĕ министр, ĕç кунĕ тулли (8 сехет) пулсан тÿлев палăртничен кая мар пулнине çирĕплетсе.