Пур хыпар та
Новости
3 Нарӑсӑн 2022, 16:10

«Ĕç тухăçлăхĕ» наци проектне хутшăнни Пушкăртстана 1 млрд тенкĕ усă кÿнĕ

 Пушкăртстанри предприятисем «Ĕç тухăçлăхĕ» наци проектне хутшăннин экономика усси 1 млрд тенкĕпе танлашнă. Çакна республика Правительствин пресс-служби регионти экономика аталанăвĕн тата инвестици политикин министрĕн Рустам Муратовăн сăмахĕсене тĕпе хурса пĕлтернĕ.

«Ĕç тухăçлăхĕ» наци проектне хутшăнни Пушкăртстана 1 млрд тенкĕ усă кÿнĕ
«Ĕç тухăçлăхĕ» наци проектне хутшăнни Пушкăртстана 1 млрд тенкĕ усă кÿнĕ

 - Пушкăртстан Республики «Ĕç тухăçлăхне ÿстересси тата халăха ĕçпе тивĕçтересси» программăн мероприятийĕсене 2017 çулăн вĕçĕнче Раççейĕн çичĕ пилотлă регионĕ шутне кĕнĕ май пурнăçлама пикеннĕ. Халĕ вăл «Ĕç тухăçлăхĕ» наци проекчĕ ятпа çÿрет. Предприятисем программăна хутшăнас тесен производительность.рф сайтра заявка пама пултараççĕ. Паянхи кун тĕлне республика предприятисене наци проектне явăçтарма палăртнинчен 40% ÿстерсе пурнăçланă. Унта регионти 127 предприяти хутшăннă. Предприятисенчи ĕç тухăçлăхĕ те вăтамран 23% ÿснĕ, - тенĕ Рустам Муратов.

Министр палăртнă тăрăх, Регионти компетенци центрĕн эксперчĕсем пулăшнипе наци проектне хутшăннă предприятисенче перекетлĕ производство инструменчĕсемпе усă кураççĕ. Вĕсем пуррипе çухатусене тĕп тума тата ĕç процесне лайăхлатма пулать. Çакă вара продукци хăйхаклăхне чакарма пулăшать, çавăн пекех предприятисене конкурентлă лару-тăрура ĕçлеме тата специалистсен квалификацине ÿстерме май парать.   

#Башкортостан#Уралсасси#нацпроекты#Повышениепроизводительноститрудаиподдержказанятости 

Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас