Пур хыпар та
Новости
3 Нарӑсӑн 2022, 16:15

Çул çинче фурăпа пассажир автобусĕ çапăннă

Февраль уйăхĕн 3-мĕшĕнче Пушкăртстанри Инкеклĕ ĕçсен министерствине Дюртюлĕ районĕнче М-7 çулăн 1 248 çухрăмĕнче çул-йĕр инкекĕ пулни çинчен хыпар килсе çитнĕ.

Çул çинче фурăпа пассажир автобусĕ çапăннă
Çул çинче фурăпа пассажир автобусĕ çапăннă

Аварие фурăпа «Башавтотрансăн» маршрут автобусĕ лекнĕ. Пассажир транспорчĕ Ĕпхÿ - Набережные Челны маршрутпа çула тухнă.

«Автобусра 13 пассажир пулнă. Телее, вĕсенчен никам та аманман, вилмен. Инкек сиксе тухнă вырăна резервлă автобус килсе çитнĕ, çынсем çула малалла тăснă, - тенĕ ведомство пресс-службинче.

Халĕ пулса иртнин лару-тăрăвĕпе сăлтавĕсене тĕпчеççĕ.   

Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас