Пур хыпар та
Новости
3 Нарӑсӑн 2022, 17:32

Вунă уйăхри ачана чÿречерен ÿкернĕ те çывăрма выртнă

Иглинри районсем хушшинчи суд 55 çулхи хĕрарăм тĕлĕшĕпе «хăрушлăхра пăрахса хăварнăшăн» статья тăрăх приговор йышăннă.

Вунă уйăхри ачана чÿречерен ÿкернĕ те çывăрма выртнă
Вунă уйăхри ачана чÿречерен ÿкернĕ те çывăрма выртнă

ПР прокуратурин пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, 2021 çулхи декабрь уйăхĕнче Иглино послеокĕнче  пурăнакан хĕрарăм тăванне 10 уйăхри хĕрне пăхма ыйтнă. Ачан амăшĕ çук вăхăтра айăпланакан эрех-сăра ĕçнĕ. Çавна пула çÿхе кофта çеç тăхăнтартнă ача унăн аллинчен вĕçерĕнсе пĕр хутлă çурт чÿречинчен тухса ÿкнĕ.

«Эрех-сăрапа ÿсĕрĕлсен хĕрарăм çывăрса кайнă. Хĕр ачана тепĕр сехетрен амăшĕ урамра тупнă,  ăна тÿрех больницăна илсе кайнă. Тухтăрсем «шăнни, вăтам степень» диагноз лартнă»,  - пĕлтернĕ регионти надзор ведомствинче.

Хĕр ача хĕллехи -1  сивĕ çанталăкра урамра çÿхе кофтăпа çеç тăрса юлнă. Кĕрт ăшне кĕрсе ÿкнĕскер тухайман. Айăпланакан хăй айăпне пĕтĕмпех йышăннă. Суд ăна 260 сехет ĕçлемелле тунă. Приговор хальлĕхе саккунлă вăя кĕмен-ха.

 

 

Автор: Надежда Родионова 
Читайте нас