Новости
4 Февраля 2022, 08:40

Владимир Путин Пекина Олимпиада уçнă çĕре хутшăнма килсе çитнĕ

 Раççейри Новости информаци агентстви РФ Президенчĕ Владимир Путин паян Китая килсе çитни çинчен пĕлтерет. Ĕçлĕ программăпа килĕшÿллĕн вăл хĕллехи Олимпиада-2022 уçнă çĕре хуншăнмалла тата Китай халăх республикин  ертÿçипе Си Цзиньпинпа тĕл пулса ĕçлĕ калаçу ирттермелле. Маларах Кремль представителĕ Дмитрий Песков икĕ çĕршыв пуçлăхĕсен тĕлпулăвĕ Олимп вăйисене уçассипе çыхăннă церемони пуçланиччен эрнекун иртмеллине пĕлтернĕ пулнă. Пекинри Олимпиадăна Мускав вăхăчĕпе 15 00 сехетре уçмалла. Çавăн пекех вăл тĕлпулу вăхăтĕнчи калаçу тулли пахалăхпа тата калăпăшĕпе те анлă пулассине çирĕплетнĕ.

Владимир Путин Пекина Олимпиада уçнă çĕре хутшăнма килсе çитнĕВладимир Путин Пекина Олимпиада уçнă çĕре хутшăнма килсе çитнĕ
Владимир Путин Пекина Олимпиада уçнă çĕре хутшăнма килсе çитнĕ

Палăртнă тăрăх, Путинпа Си Цзиньпин тĕнчери лару-тăрăва сÿтсе явĕç, çав шутра АПШпа Раççей хушшинчи диалог та кĕрет. Унсăр пуçне патшалăх ертÿçисем  икĕ çĕршыв малашне пĕр-пĕринпе ĕçлĕ çыхăнусене çирĕплетмелли ыйтусене тишкерĕç: энергетика, инвестици енĕпе ĕçлесси, космос тата ыттисем.

Сăмах май, Пекинри хĕллехи Олимпиадăна Пушкăртстанран 14 спортсмен кайма тивĕç пулнă.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас