-2 °С
Пӗлӗтлӗ
Каччă Кумертау хулинче пулнă чухне телефонпа Çтерлĕри суту-илÿ центрĕнче взрывчатка пуррине пĕлтернĕ. Полици ĕçченĕсен çавна пула залри çынсене эвакуацилемелле пулса тухнă. Унсăр пуçне мĕнпур лаптăка ятарласа вĕрентнĕ йытăсемпе тĕрĕслеме тÿр килнĕ. Телее, хыпар суя пулнă.
Çакăн хыççăн пакунлисем шăнкăрав ăçтан пулнине уçăмлатнă. Халĕ суя террорист пирки уголовлă ĕç пуçарнă, ăна тĕпчеççĕ. Çамрăк каччă 5 çула ирĕксĕр юлма пултарать. Çавăн пекех унран шырав ĕçесем туса ирттернĕ ĕçсен тăкакĕсене шыраса илĕç.
Юрий СНЕГОПАД.