Пур хыпар та
Новости
7 Нарӑсӑн 2022, 12:20

Пушкăртстанăн пĕрремĕш Президенчĕ Муртаза Рахимов 88 çул тултарчĕ

Паян, февраль уйăхĕн 7-мĕшĕнче,  Пушкăртстанăн пĕрремĕш Президенчĕ Муртаза Губайдуллович Рахимов хăйĕн 88 çулхи юбилейне паллă тăвать. Вăл 1934 çулхи февраль уйăхĕн 7-мĕшĕнче Пушкăрт АССР-ĕн Кугарчă районĕнчи Тавакан ялĕнче çуралнă. Ĕç биографийĕ унăн 1956 çулта нефтьрен тĕрлĕ япаласем туса кăларакан заводра оператортан пуçланнă. Ĕпхÿри нефть институтĕнче аслă пĕлÿ илнĕ хыççăн установка ертÿçин тивĕçĕсене пурнăçланă, 1986 çулта Ĕпхÿри партин XXII съезчĕ ячĕллĕ нефтьрен тĕрлĕ япаласем туса кăларакан завода ертсе пыма пуçланă. 1990 çулхи март уйăхĕнче ăна Пушкăрт АССРĕн халăх депутатне суйланă, çав çулах республикăн Аслă Канашĕн председателĕ пулма шаннă. 1989 çулта, Муртаза Губайдуллович завод директорĕ пулнă вăхăтра, СССР халăх депутатне суйланнă.

Пушкăртстанăн пĕрремĕш Президенчĕ Муртаза Рахимов 88 çул тултарчĕ
Пушкăртстанăн пĕрремĕш Президенчĕ Муртаза Рахимов 88 çул тултарчĕ

М.Г. Рахимов Пушкăрт АССРĕн Аслă Канашне ертсе пынă тапхăрта республикăн Патшалăх суверинитечĕ çинчен калакан декларацие йышăннă, Пушкăрт енчен Федеративлă килĕшĕве тата ун çумне хушса ятарлă хута алă пусса çирĕплетнĕ. Пушкăрт парламенчĕ республика Раççей Федерацин субъекчĕ пулнине татса панă, ятарлă йышăну тунă. 1993 çулхи декабрь уйăхĕн 24-мĕшĕнче Пушкăртстанăн çĕнĕ Конституцине алă пусса вăя кĕртнĕ.

1993 çулхи декабрь уйăхĕн 12-мĕшĕнче халăх Муртаза Губайдуллович Рахимова Пушкăртстан Республикин пĕрремĕш Президентне суйланă.

Муртаза Губайдуллович влаçра чухне республика аталану çулĕ çине тăнă. Шăпах çав вăхăтсенче строительство индустрийĕн кăтартăвĕсем савăнтарнă  -  çулсем тунă, ялсене газ кĕртнĕ, санаторипе курорт комплексĕсене çĕнĕрен çĕкленĕ. Çавăн пекех культурăпа спорт объекчĕсем, шкулсемпе ача сачĕсем йышлă хăпартнă, кĕперсемпе путепроводсем хывнă.

Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров Муртаза Губайдулловича 85 çулхи юбилей ячĕпе саламланă чухне Пушкăртстанăн, Раççейри хăватлă регионсенчен пĕрин, аталанăвĕ çине юбиляр пысăк витĕм кÿнине, ырми-канми ĕçленине палăртнă.

«Пирĕн республикăра пурăнакансем эсир уншăш мĕн чухлĕ пархатарлă ĕç тунине ăнланаççĕ. Эсир региона йывăр вăхăтра, лăпкă та ансат  мар лару-тăрура ертсе пыма пултарнă. Йышăнусем тума та çăмăлах пулман. Сирĕн вăхăтра республика хăватланнă, Раççей Федерацинче хăвăрт аталанакан субъекта çаврăннă. Пушкăртстан çинчен Раççей, тĕнче шайĕнче калаçа пуçларĕç. Территорисене, муниципалитетсене аталантарнăшăн, ял-хуласенчи ифраструктурăпа пысăк предприятисем, хальхи вăхăт ыйтакан агропромышленность комплексне йĕркеленĕшĕн сире тав тумалла. Чи хакли вара – халăх хисепĕпе юратавĕ»,- тенĕ ун чухне Радий Хабиров.

Муртаза Рахимов историне Пушкăртстанăн пĕрремĕш Президенчĕ пек кĕрсе юлнă. Вăл республикăна икĕ теçетке çула яхăн ертсе пынă, паянхи кун та регион пурнăçĕпе анлă кăсăкланать.

«Урал сасси» хаçат редакцийĕ ытти саламлакансемпе пĕрле Муртаза Губайдулловича çуралнă кун ячĕпе саламлать, вăрăм ĕмĕр, çирĕп сывлăх тата çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăм сунать.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор: Юрий Михайлов
Читайте нас