Февраль уйăхĕн 7-мĕшĕнче Анастасия Мишина тата Александр Галлямов ăмăртура пĕрремĕшсем пулса тăнă. Виктория Синицина тата Никита Кацалапов ташă дуэчĕ (иккĕмĕш вырăн йышăннă) Раççее ылтăн медаль илсе килнĕ тесен те юрать.
Çывăх вăхăтра пăр çинче конькипе пĕччен илемлĕ ярăнакансен тупăшăвĕ иртмелле. Апла пулин те Америка спортсменĕсем (58 балл) Раççейĕн хутăш командинчен (64 балл) иртсе каяймĕç.
Конькипе илемлĕ ярăнакансем Пекинри Олимпиадăра çĕнсе илнĕ ылтăн медаль Раççейшĕн иккĕмĕш медаль шутланать. Унчен маларах, январь уйăхĕн 6-мĕшĕнче, Александр Большунов йĕлтĕрçĕ пĕрремĕш ылтăн медале тивĕçнĕччĕ.