Пур хыпар та
Новости
7 Нарӑсӑн 2022, 16:00

Сибайри инфекци центрне - март уйăхĕнче, Туймазăрине февральте уçĕç

2021 çулхи декабрь уйăхĕнче хăпартма пуçланă Сибай хулинчи инфекци госпитальне март уйăхĕнче хута яма палăртаççĕ. Çакăн çинчен республикăри кăшăлвируспа кĕрешекен оперативлă штаб ларăвĕнче республика правительствин премьер-министрĕ Андрей Назаров пĕлтернĕ.

Сибайри инфекци центрне - март уйăхĕнче, Туймазăрине февральте уçĕç
Сибайри инфекци центрне - март уйăхĕнче, Туймазăрине февральте уçĕç

- Февраль уйăхĕ вĕçлениччен Туймазă хулинчи - инфекци центрне, март уйăхĕн пĕрремĕш çурринче Сибайра уçма палăртатпăр, - тенĕ вăл.

Регион пуçлăхĕ Радий Хабиров объектсене хăпартас хăвăртлăха ÿстерме хушнă. Çаван пекех вăл ПР Сывлăх сыхлав министерствипе муниципалитетсене инфекци госпиталĕсене уçнă май вăйсемпе укçа-тенке пăхса тухма, çĕнĕ медицина сотрудникĕсен штат списокне йĕркелеме ыйтнă.

Иртнĕ эрнере Пушкăрстанра çынсем кăшăлвируспа чирлесси 110% ÿснĕ. Юлашки талăкра COVID-19-па 1 678 пациента регистрациленине Сывлăх сыхлав министерствин пуçлăхĕ Максим Забелин пĕлтернĕ. Çав вăхăтрах больницăсене лекнисен шучĕ ÿсмест, ирĕклĕ койка фончĕ 24 процентпа танлашать.

Туймазăпа Сибай инфекци госпиталĕсене хăпартма 2,5 млрд тенкĕ тăкакланĕ. «Башеврокуб» модульлĕ конструкцисен завочĕ объектсен генеральнăй подрядчикĕ шутланать. Медицина центрĕсенче 50 бокс пулĕ, вĕсене кислород станцийĕсемпе, лаборатори оборудованийĕпе тивĕçтерĕç. Туймазăри госпиталь республикăн хĕвеланăç районĕсенчи пациентсене йышăнĕ, Сибайри - Урал леш енче пурăнакан чирлĕ çынсене. COVID-19 вируспа чирлекенсен шучĕ чаксан объектсем нумай профильлĕ больницăсем пек ĕçлĕç.

Автор: Инга Алексеева
Читайте нас