

Ун шучĕпе, SARS-CoV-2вирус аталаннă май этемсен популяцине хăнăхса пырать. Сăмахран, Ухань штамĕ ытларах ватă çынсене ураран ÿкернĕ пулсан, «альфа» британи тата ытти штамсем çынсен ытти ÿсĕмĕсене те хĕрхенмеççĕ. Халĕ COVID-19 тĕрлĕ ÿсĕмри çынсен иммунитетне те «çапса çĕмĕрнĕ», апла пулсан çынсене хăнăхса çитнĕ. «Омикрон» час ерекен чире çаврăннă, вăл ачасен иммунитетне те çĕнтерме тытăннă.
- Кăшăлвирус малалла улшăнать. Аталану тапхăрĕсенче чирлеттерекен енĕсене майĕпен çухатать. Çав вăхăтрах хăвăртрах та анлăрах сарăлма пуçлать, маллалла та çапла пуласси куç кĕрет, - тенĕ Петр Чумаков. - Анчах та унран сыхланас мелĕ малтанхи пекех прививка шутланать. COVID-19 йывăр чиртен упранас тесен кашни çур çултан ревакцинаци иртмелле.
Пушкăртстанра 2 484 667 çынна (пурĕ 18 çултан иртнисем 3 105 836 çын) кăшăлвирусран вакцинаци ирттерме палăртнă. Региона COVID-19 чиртен 2 914 858 вакцина дози çитнĕ. Пĕрремĕш компонента - 2 390 684 çын (96,2%), иккĕшне те 2 229 194 çын (89,7%) тутарнă.