Пур хыпар та
Новости
8 Нарӑсӑн 2022, 14:35

12 йывăç каснăшăн 800 пин тенкĕлĕх штраф тÿлемелле тата икĕ çула ирĕксĕр хăварнă

Нефтекамскри хула сучĕ вырăнта пурăнакан 55 çулхи арçын тĕлĕшпе уголовлă ĕçе пăхса тухнă. Ăна «саккуна пăсса пысăк виçепе вăрман каснă» статьяпа айăплаççĕ.

12 йывăç каснăшăн 800 пин тенкĕлĕх штраф тÿлемелле тата икĕ çула ирĕксĕр хăварнă
12 йывăç каснăшăн 800 пин тенкĕлĕх штраф тÿлемелле тата икĕ çула ирĕксĕр хăварнă

Иртнĕ çулхи июль уйăхĕн 22-мĕшĕнче айăпа кĕнĕ çын хăйĕн пĕлĕшне вăрман касма сĕннĕ. Йывăçсем ÿсекен çĕр лаптăкĕ унăн пулнине пĕлтернĕ. Ултав серепине çакланнă пĕлĕшĕ пулăшма килĕшнĕ. Июль уйăхĕн 23-мĕшĕнче 55 çулхи арçын Янаул лестничествин Николо-Березовский участок лестничествинче пулнă май (вăл вара хÿтĕлемелли вăрман категорине кĕрет) саккуна пăсса 12 хыр каснă. Пĕтĕмĕшле йывăçсен виçи 27,4 кубла метрпа танлашнă.

Çапла майпа айăпа кĕнĕ çын вăрман хуçалăхне 775 389 тенкĕлех сиен кÿнĕ.

 - Суд ларăвĕнче арçын хăйĕн айăпне туллин йышăннă. Унăн сăмахĕсем тăрăх, каснă йывăçсем хăйне уйăрса панă лаптăка кĕменнине пĕлмен, - тенĕ суд пресс-службинче. – Суд наказани панă чух арçын хăйĕн айăпне туллин йышăннине, преступлениллĕ ĕçе уçса пама пулăшнине, çул çитмен ачасем пуррине, айăпа кĕнĕ çын пирвайхи хут саккуна пăснине, сывлăхĕ мĕнле шайра пулнине шута илнĕ. Судья айăпа ÿстерекен лару-тăрусене пăхса тухман.

Суд 55 çулхи арçынна айăплă тесе йышăннă. Ăна условлă майпа икĕ çула ирĕксĕр хăварма çирĕплетнĕ. Унсăр пуçне айăпа кĕнĕ çыннăн Янаул лестничествине кÿнĕ тăкака, 775 389 тенкĕ, саплаштармалла. Асăннă приговор саккунлă вăя кĕнĕ.  

Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас