Çак кунсенче Ĕпхÿри Дема районĕнчи больницăна эндоскоп илсе килнĕ тесе пĕлтернĕ республикăри Сывлăх сыхлав министерствинче.
- Эндоскоп вăл çинçе çăмăл авăнакан трубкăран тăрать. Ăна ÿкерчĕке кăтармалли системăпа тивĕçтернĕ, - ăнлантарса панă ведомство пресс-службинче.
Аппаратăн вĕçне вырăнтан вырăна куçарма пулать. Çакă тухтăра пĕр-пĕр органа сиен кÿмесĕр тĕпчеме май парать. Çавăн пекех эндоскопăн ятарлă каналĕ пур. Ун урлă инструментсемпе усă курса микроскоп тĕпчевĕ валли материал илеççĕ тата тĕрлĕ сиплев манипуляцийĕсем ирттереççĕ.
- Эндоскоп апат-çимĕç çулĕн патологийĕсене малтанхи тапхăрĕнче тупса палăртма тата сиплеме пулăшать. Çакăн йышши оборудовани персонал ĕçне çăмăллатать тата сиплев тухăçлăхне ÿстерет, - тесе палăртнă Дема больницин тĕп врачĕ Фанил Шамигулов.