Пур хыпар та
Новости
8 Нарӑсӑн 2022, 14:35

Раççейре тÿлевлĕ отпуск кунĕсем ÿсĕç

Раççейре 2022 çултан тÿлевлĕ отпуск кунĕсен шучĕ улшăннă. Малашне ĕçпе тивĕçтерекенсем 28 кун мар, 30 кун канма ирĕк парĕç.

Раççейре тÿлевлĕ отпуск кунĕсем ÿсĕç
Раççейре тÿлевлĕ отпуск кунĕсем ÿсĕç

Раççейри социаллă тата ĕç хутшăнăвĕсене йĕркелесе пыракан виçĕ енлĕ комисси çакăн йышши сĕнÿсем панă.

Комисси ĕç паракансем кăшăлвирусран вакцинаци иртме тÿлевлĕ канмалли икĕ кунпа тивĕçтермелле тесе шутлать. Вĕсене вара отпуск çумне хушма юрать. Çавăн пекех вĕсемшĕн укçа тÿлемелле.

Кăшăлвируспа çыхăннă хушма канмалли кунсем пирки коллективлă договорта е локальлă актсенче палăртса хăвармалла.   

Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас