Пур хыпар та
Новости
8 Нарӑсӑн 2022, 14:50

Ĕçсĕррисен шутне чылай чакарнă

Пушкăртстанра 2021 çулта ĕçлекен çынсен шутне ÿстерессипе тунă ĕçсене пĕтĕмлетнĕ. Пуçласа 30 çул хушшинче ĕçсĕрлĕх шайĕ 3,8 процента çити чакнине ПР Правительствин пресс-службинче пĕлтернĕ.

Ĕçсĕррисен шутне чылай чакарнă
Ĕçсĕррисен шутне чылай чакарнă

Асăннă ыйтупа туса ирттернĕ 2021 çулхи комплекслă мерăсен çинчен Пушкăртстан Республикин çемье, ĕç тата халăхсен социаллă хÿтлĕх министрĕ Ленара Иванова каласа панă.

- Пĕлтерĕшлĕ ĕçе пурте хутшăннине пула тĕллевлĕ кăтартусем мала тухса пандемичченхи шая çитрĕç. Ĕçлĕ халăх тата ĕç вырăнĕ тупнă çынсен йышĕ 93,6 пин çынпа танлашнă. Çак хисеп планпа палăртнинчен 1,6 хут пысăкрах. Пĕтĕм тĕнчери ĕç организацийĕн кăтартăвĕсем тăрăх,  ĕçсĕр халăхсен йышĕ 70,9 пин çынпа танлашнă. Çак хисеп тĕллевлĕ кăтартуран 14% сахалрах. Апла пулсан çулталăкне ĕçсĕрлĕх шайĕ 4,8 хут чакнă, - палăртнă Ленара Иванова.

Мерăсен комплексне чи малтан çамрăксене, пĕчĕк тата вăтам бизнес предприятийĕсен ĕçченĕсене, социаллă хÿтлĕхсĕр юлнă граждансене ĕçпе тивĕçтерессине халалланă. Экономика аталанăвĕнчи чи кирлĕ инвестици проекчĕсене пурнăçланă чух çĕнĕ ĕç выранĕсем тунă. Вĕсен шутне «Алга» хăйне евĕрлĕ экономика зони тата Пелепей, Кумертау, Благовещенск, Нефтекамск, Белорецк монохуласем кĕреççĕ. Коммерци шутне кĕмен организацисене патшалăх пурлăхне уйăрнă чух аренда тÿлевĕнчен хăтарнă, ял хуçалăх техникипе оборудованине туянма субсиди панă. Федераллă укçа-тенке шута илсен пĕтĕмĕшле тăкак 800 млн тенкĕ ытла пулнă. Çавăн пекех ĕçсĕр çынсене çĕнĕ профессие вĕрентме тата ĕçпе тивĕçтерекенсем вĕсене йышăнччăр тесе хушма мероприятисем пурнăçланă.

#Башкортостан#Уралсасси#нацпроект#малыйисреднийбизнесиподдержкаиндивидуальнойпредпринимательскойинициативы

Автор: Инга Алексеева
Читайте нас