Пурĕ РФ субъекчĕсем валли 600 млн тенкĕ уйăрĕç. Укçа-тенке кăшăлвируспа кĕрешмелли çĕнетнĕ план витĕмĕпе РФ правительствин резерв фондĕнчен илнĕ. Раççей Сывлăх сыхлав министерствинче çак нухрат регионсенче 2,5 пин консультантăн ĕçне тÿлеме çитессине пĕлтернĕ. Çакă граждансене вăхăтра специалистсен пулăшăвĕпе усă курма май парĕ. Дистанци мелĕпе паракан консультацисене COVID-19 вируспа чирлисем çеç мар, пневмони, ОРВИ тата грипп паллисемлĕ пациентсем те илме пултараççĕ.
- Асăннă мерăсен тĕп тĕллевĕ – консультацисене чирлисем валли меллĕрех тăвасси, кăшăлвирусăн «омикрон» штамĕ хăвăрт сарăлнипе амбулаторисен ĕç тиевне чакарасси, - пĕлтернĕ ведомствăра.
Пушкăртстанра кăшăлвирус инфекцийĕпе чирлекенсен шучĕ ÿсет. «Омикрон» штампа чирлекен пациентсем чылай чух чире паллăсемсĕр е çăмăл ирттереççĕ. Ун пек чух больницăсене вырттармаççĕ. Ытларах чирлисем поликлиникăсене пулăшу ыйтма килеççĕ. Асăннă лару-тăрура кăшăлвируспа кĕрешмелли центрăн операторĕсене йывăрлăх тиенет. Регион пуçлăхĕ хушнипе операторсен шутне тăхăр вунна çитернĕ. Çак ĕçе Пушкăрт патшалăх медицина университечĕпе медицина колледжĕсен студенчĕсене явăçтарнă. Январь уйăхĕн 31-мĕшĕнчен пуçласа февраль уйăхĕн 6-мĕшĕччен республикăра пурăнакан 49,9 пин çыннăн ыйтăвĕсене татса панă. Ытларах шăнкăравсем килте епле сипленессипе, тестсен кăтартăвĕсене пĕлессипе, вакцинаци иртме çырăнассипе çыхăннă.
Башкортостан#уралсасси#нацпроект#здравоохранение