Пур хыпар та
Новости
9 Нарӑсӑн 2022, 12:35

Март уйăхĕн 1-мĕшĕнчен электронлă версине пама тытăнĕç

РФ Премьер-министрĕ Михаил Мишустин вилни çинчен калакан медицина хучĕсене Федераллă реестра кĕртессине çирĕплетекен хушăва алă пуснă. Асăннă документ март уйăхĕн 1-мĕшĕнчен вăя кĕрĕ.

Март уйăхĕн 1-мĕшĕнчен электронлă версине пама тытăнĕç
Март уйăхĕн 1-мĕшĕнчен электронлă версине пама тытăнĕç

Çĕнĕлĕхпе килĕшÿллĕн Раççей çыннисене вилни çинчен калакан документăн электронлă тĕсне пама тытăнĕç. Çапла документăн электронлă тĕсне хатĕрлесси йăлана кĕрĕ.

Медицина организацийĕсем, Федераллă налог служби, РФ Пенси фончĕ тата Медицина страхлав фончĕ Федераллă реестра кирлĕ хыпарсем тăратĕç.

Федераллă реестр кăтартăвĕсемпе вара Сывлăх сыхлав тата Цифра министерствисем, Федераллă налог служби, Патшалăх статистикин федераллă служби, федераллă ĕç тăвакан органсем тата медицина организацийĕсем усă курма пултарĕç.

Хальхи вăхăтра вилнĕ çыннăн тăванĕсем вилни çинчен калакан документа хут çинче çырнине алла илеççĕ. Ăна вĕсем ЗАГС уйрăмне кайса памалла. Çакăн хыççăн çеç çын вилнине çирĕплетекен свидетельствăна параççĕ.  

Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас