Урамри çулсем çинчи юхăм ачасемшĕн хăрушлăх кăларса тăратать. Çавăнпа та вĕсене урамра çÿренĕ чух хăйсене яваплă тыткалама хăнăхтарасси, çул-йĕр правилисене пăхăнасси пĕлтерĕшлĕ пулнине яланах асăрхаттарса тăмалла.
Пирĕн ушкăнра кунсерен хамăра çул çинче тĕрĕс тытмалли правилăсем пирки калаçусем иртеççĕ. «Мĕншĕн светофор тата çул-йĕр паллисем кирлĕ? Çул çинче выляма юрать-и? Мĕншĕн выляма юрамасть?» евĕр ыйтусем çине хуравсем шыратпăр.
Ачасен çул-йĕр çинчи хăрушсăрлăхĕпе çыхăннă ĕçе системăллă туса ирттеретпĕр. Вăл вара ача-пăча ĕçĕ-хĕлĕн мĕнпур тĕсĕсене те пырса тивет. Çапла майпа ачасем илнĕ пĕлĕве хăйсем витĕр «кăлараççĕ», унпа вăйăсенче тата кулленхи пурнăçра усă кураççĕ.
Елена ГРИГОРЬЕВА, Алена СОЛОДСКАЯ воспитательсем.
Çтерлĕ районĕ, Рощинский ялĕ.