

40 хула округĕпе муниципаллă районтан ăмăртăва хутшăнма кăмăл тунисенчен 160 заявка килсе çитнĕ. Жюри членĕсем пĕтĕмлетÿсем туса номинаци çĕнтерÿçисене палăртнă.
«Алăсталăх телейĕ» номинацин чăн-чăн çĕнтерÿçи – Игнатьевсен çемйи (Ĕпхÿ районĕ, Зубово ялĕ).
I вырăн – Колпаковсен (Пишпÿлек ялĕ) тата Серегинсен (Салават хули) çемйисем;
II вырăн – Идрисовсен çемйи (Кугарчă районĕ, Мраково ялĕ);
III вырăн – Хайбуллинсен çемйи (Гафури районĕ, Красноусольский ялĕ).
«Çемье пултарулăхĕ» номинацин чăн-чăн çĕнтерÿçи – Андрющенкăсен çемйи (Ĕпхÿ хули).
I вырăн - Ефимовсен çемйи (Авăркас районĕ, Месели ялĕ);
II вырăн – Тамирянсен çемйи (Салават хули);
III вырăн – Зайнуллинсен çемйи (Ĕпхÿ хули).
«Социаллă пуçаруллă çемье» номинацин чăн-чăн çĕнтерÿçи – Горюшинсен çемйи (Çтерлĕ хули).
I вырăн - Афанасьевсен çемйи (Янаул хули);
II вырăн – Юсуповсен çемйи (Агидель хули);
III вырăн – Михайловсен çемйи (Ĕпхÿ хули).
Кашни номинацири чăн-чăн çĕнтерÿçĕ «Нумай ачаллă çемье – наци мăнаçлăхĕ» фильм ÿкернĕ çĕре хутшăнĕ.
Нумай ачаллă çемьесен историне уçса паракан чи лайăх видеосене Пушкăртстанăн Çемье порталĕнче вырнаçтарĕç. Июнь уйăхĕн 3-мĕшĕнче «Çемье пуянлăхĕ» Арт-фестивалĕн юлашки мероприятийĕ иртĕ. Фестиваль программинче: «Çемье калейдоскопĕ» конкурса хутшăннисене тата унта çĕнтернисене чысласси, «Нумай ачаллă çемье – наци мăнаçлăхĕ» фильмăн хăтлавĕ, нумай ачаллă çемьесен мастер-класĕсемпе презентацийĕсем, «Алăсталăх телейĕ» пултарулăх ĕçĕсен выставки, фото тата видеозона, ашшĕ-амăшĕсем валли йĕркеленĕ консультацисем, ачасем валли анимаци. Мероприятине пĕтĕмĕшле 300 ытла çын хутшăнĕ.
Асăннă конкурса Пушкăртстанри Граждăнла обществăна пулăшу паракан фонд, ПР Вĕрентÿпе наука, Çемье, ĕç тата халăха социаллă хÿтлĕх паракан министерствăсем, проект партнерĕсем пулăшнипе Пушкăртстан Республикинчи Ашшĕ-амăшĕсен тата педагогсен ассоциацийĕ йĕркеленĕ. 2021 çулта ассоциаци «Нумай ачаллă Пушкăртстан – çемье телейĕн пуянлăхĕ» проектпа Пушкăртстан Республикин (субсиди евĕр) тата РФ Президенчĕн гранчĕсене çĕнсе илнĕ.