Пур хыпар та
Новости
10 Нарӑсӑн 2022, 11:50

Радий Хабиров Семен Елистратова Пекинри Олимпиадăра бронза медаль çĕнсе илнĕ ятпа саламланă

Ĕнер, февраль уйăхĕн 9-мĕшĕнче, Ĕпхÿ спортсменĕ Семен Елистратов шорт-трекист Пекинри Олимп вăййисенче 1500 метра конькипе чупса бронза медале тивĕçнĕ. Вăл Раççей командин пухмачне вун пĕрмĕш медаль илсе килнĕ.

Радий Хабиров Семен Елистратова Пекинри Олимпиадăра бронза медаль çĕнсе илнĕ ятпа саламланă
Радий Хабиров Семен Елистратова Пекинри Олимпиадăра бронза медаль çĕнсе илнĕ ятпа саламланă

«Пирĕн Семен Елистратов Пекинри Олимпиадăра 1500 метра чупса бронза медале çĕнсе илнĕ. Семена саламлатăм, пурне те саламлатăп!» - тесе çырнă Пушкăртстан Пуçлăхĕ хăйĕн социалла сечĕсенче.

Ылтăн наградăн хуçи Кăнтăр Корея спортсменĕ Хван Де Хон пулса тăнă, кĕмĕле Канада çынни Стивен Дюбуа тивĕçнĕ.

Семен Елистратов 2014 çулта эстафетăра олимп чемпионĕ пулнă тата 2018 çулта 1500 метра конькипе чупса бронза медале çĕнсе илнĕ. Пушкăртстан спортсменĕ 2015 çулта 1500 метрлă дистанцине чупса тĕнче чемпионĕ ята тивĕçнĕ, икĕ хутчен тĕнче чемпионатĕнче кĕмĕл медаль  тата пилĕк хутчен бронза медаль призерĕ пулса тăнă. Вăл Европа шайĕнчи ăмăртура нумай хутчен çĕнтерÿçĕ пулнă. Тĕнче кубокне çĕнсе илессишĕн пынă кĕрешÿре 1000 метра чупса мала тухнă. Семеншăн Пекинри Олимпиада тăваттăмĕш Олимп вăййисем шутланаççĕ.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор: Юрий Михайлов
Читайте нас