«Чишмари сахăр завочĕ» тата «Раевсахар» компани 2021 çулăн мĕнпур тухăçне ĕçе кĕртнĕ тесе пĕлтернĕ Пушкăртстанри Ял хуçалăх министерствин пресс-служби.
2021 çулта регионра 36 пин гектар çинче сахăр кăшманĕ çитĕнтернĕ, уй-хирсенчен пĕтĕмĕшле пĕр миллион тонна яхăн пылак тымар пуçтарса кĕртнĕ.
Сезон вăхăтĕнче республикăри сахăр завочĕсем 908,8 пин тонна кăшман хатĕрленĕ. Предприятисем пĕтĕмĕшле 142,3 пин тонна сахăр песукĕ туса кăларнă. 2021 çулта сахăр кăшманне сахалрах туса илнĕ пулин те вăл сахăр нумай тухнипе савăнтарнă, вăтамран çак кăтарту икĕ завод тăрăх 16,2-16,4 процентпа танлашать.
- Иртнинче, сезонсем хушшинче, икĕ предприятине те юсаса çĕнетнĕ. Вĕсенче чĕр тавартан продукци туса илмелли хăвата ÿстернĕ. Заводсене модернизацилени кашни предприятине пĕр талăкра 5,5-6 пин тонна кăшмана ĕçе кĕртме май парать. Кăçал туса илнĕ сахăрăн виçи регионра пурăнакансем усă курнинчен темиçе хут ытларах, - тенĕ ведомствăра.