-2 °С
Пӗлӗтлӗ
Компанин генеральнăй директорĕ Сергей Нищев каланă тăрăх, 500 млн тенкĕ тăракан проект 179 яла (вĕсенче 250-1000 çын пурăнать) пырса тивет. Çапла майпа хальхи самана ыйтнине тивĕçтерекен интернет çыхăну Пушкăртстанра тата 102 пин çын патне çитĕ.
Республикăри инвестици комитечĕн пайташĕсем «Башинформсвязь» компанин пуçарăвне ырласа йышăннă, унăн сĕнĕвĕпе килĕшнĕ. Инвестора инженери инфраструктурине тунă чухне пухăннă тăкаксене саплаштарма укçа-тенкĕ субсидийĕ уйăрса парĕç.
Юрий СНЕГОПАД.