Новости
14 Февраля 2022, 07:35

Юратакансен кунĕнче мошенниксем алă усса лармĕç

Раççей, çав шутра Пушкăртстан çыннисене те февраль уйăхĕн 14-мĕшĕнчи уяв тĕлне мошенниксем чееленме тытăнасси пирки банк ĕçченĕсем асăрхаттараççĕ.

Юратакансен кунĕнче мошенниксем алă усса лармĕçЮратакансен кунĕнче мошенниксем алă усса лармĕç
Юратакансен кунĕнче мошенниксем алă усса лармĕç

Анлă сарăлнă сценарисенчен пĕри – социаллă сетьсенче тата паллашу сайчĕсенче çыру çÿретни. Аккаунтсен хуçисем сайра хутра çеç хăйсен чăн ячĕпе усă кураççĕ, «юлташсен» шутне пĕччен арçынсемпе хĕрарăмсене хушаççĕ, харпăр темăпа калаçма тытăнаççĕ. Вĕсем пĕр-пĕрне сăн ÿкерчĕксем ярса параççĕ, вĕсен шутĕнче чысран кăлараканнисем те пулаççĕ. Кайран инкек кураканран чуна уçса калаçнă çырусене вăрттăнлăхра хăварма шантарса укçа ыйтаççĕ. Ят яракан сăн ÿкерчĕксене тăванĕсемпе юлташĕсене ярса парассипе хăратаççĕ.

Тепĕр схема  - чикĕ леш енче пурăнакан «савнисем». Пĕр-пĕрне шанма тытăнсан вĕсем тĕрлĕ сăлтавпа: йывăр лару-тăрупа, сывлăх хавшанипе е тĕл пулма Раççее килес тенипе çыхăнтарса укçа ярса пама ыйтаççĕ. Çавăн пек чух пĕтĕмĕшле куçарса панă укçасен хисепĕ темиçе миллиона та çитме пултарать.

Преступниксем Юратакансен кунĕ тĕлне «тĕл пулусене» йĕркелемелли фишинг мелĕсемпе те усă кураççĕ. Усал шухăшлă çынсем пĕр-пĕр çынпа театра е кинона кайма калаçса татăлаççĕ, билет туянмалли ссылка ярса параççĕ. Анчах та сайт ултавлă пулма пултарать. Асăннă ссылкăсем февраль уйăхĕн 14-мĕшĕ тĕлне парнесем сутакан сайтсенче те пулма пултараççĕ.

Банк ĕçченĕсем хăйсен клиенчĕсене мошенниксемпе сыхă пулма сĕнеççĕ. Специалистсем харпăр даннăйсене, сăн ÿкерчĕксене тата ытти персоналлă  информацие уçă хăвармасса, шанчăксăр сайтсемпе усă курмасса хушаççĕ. Çавăн пекех экспертсем смартфонта кăткăс пароль лартма, ăна çухатнă хушăра çийĕнчех банка шăнкăравласа карттăна блокироват тума хистеççĕ.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас