Новости
15 Февраля 2022, 11:45

Ĕпхÿ хулинчи конькипе чупакан Руслан Захаров кĕмĕл медале тивĕçнĕ

Ĕпху хулинчи конькипе чупакан Руслан Захаров Пекинра иртекен Олимпиадăра  ушкăнпа чупса (гонка преследования) кĕмĕл медаль çĕнсе илнĕ. Финалта Раççей спортсменĕсем Норвеги спортсменĕсем хыççăн пулнă. Нидерланды çĕршывĕн пĕрлештернĕ командинчен мала иртсе Америка бронза медале  тивĕçнĕ.

Ĕпхÿ хулинчи конькипе чупакан Руслан Захаров кĕмĕл медале тивĕçнĕĔпхÿ хулинчи конькипе чупакан Руслан Захаров кĕмĕл медале тивĕçнĕ
Ĕпхÿ хулинчи конькипе чупакан Руслан Захаров кĕмĕл медале тивĕçнĕ

Çапла майпа Раççейĕн конькипе чупакан арçынсен пĕрлештернĕ команди Пекинри Олимп вăййисенче ушкăнпа чупса кĕмĕл призерĕ пулса тăнă.

Пушкăртстан чысне хÿтĕленĕ 34 çулхи Руслан Захаров Сочире иртнĕ Олипиадăра та шорт-трек эстафетинче ылтăн медале çĕнсе илнĕ. Анчах та ун хыççăн асăннă спорт тĕсĕпе тек çитĕнÿсем пулманран конькипе чупассине куçнă. Пхенчханри Олимпиадăна вăл хутшăнман.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас