

Икĕ объектра та пысăк юсав ĕçĕсем пуçланĕç тесе пĕлтернĕ ПР Пуçлăхĕ Радий Хабиров правительствăра иртнĕ оперативлă канашлура.
- Çуркунне е хĕлле «Ĕпхĕвĕн Кăнтăр хапхисем» пысăк проекта пурнăçа кĕртме пуçлатпăр. Проектпа килĕшÿллĕн Пугачев, Рыленко тата ытти урамсене юсĕç. Пугачев урамĕ чылай вăхăт хупĕ пулĕ, - тенĕ регион ертÿçи.
Çавăн пекех Шуратăл урлă хывнă аркăллă кĕпер те март уйăхĕн 1-мĕшĕнчен хупăнĕ. Юсав ĕçĕсем 2,5 çула тăсăлмалла. Вĕсене 2024 çулăн виççĕмĕш кварталĕнче вĕçлеме палăртаççĕ.
- Хушма кĕпер туни хуларан тухма тата виçĕ ярăм хушса пачĕ. Эпир вара тăваттă тăвасшăн. Çакă хулара пурăнакансемшĕн йывăрлăх кăларса тăратмалла мар, - шантарнă Радий Хабиров.