Новости
16 Февраля 2022, 07:05

Нефтекамскра йывăçран строительство материалĕсем хатĕрлекен производство уçĕç

«УРАЛРЕСУРС» ООО компани «Нефтекамск» социаллă тата экономика пурнăçне мала иртсе  аталанакан территорин (ТОСЭР) резиденчĕ шутне кĕнĕ. Асăннă компани йывăçран строительство материалĕсем хатĕрлекен çĕнĕ производство хута яма палăртать.

Нефтекамскра йывăçран строительство материалĕсем хатĕрлекен производство уçĕçНефтекамскра йывăçран строительство материалĕсем хатĕрлекен производство уçĕç
Нефтекамскра йывăçран строительство материалĕсем хатĕрлекен производство уçĕç

- Çĕнĕ производство строительство материалĕсен курттăм тата вак тавар çаврăнăшне, вырăнти производительсен конкуренци пултарулăхне ÿстерме май парĕ. Проектăн хакĕ 29 млн тенкĕпе танлашмалла, - пĕлтернĕ ПР экономика аталанăвĕпе инвестици политикин министрĕн çумĕ Екатерина Кликунова.

Туса кăларакан продукци строительство материалĕсене тавакан тата суту-илÿ сферисенче питĕ кирлĕ. Вĕсемпе пысăк  тата пĕчĕк строительство организацийĕсем те, уйрăм хуçалăх тытса пыракан çынсем те усă кураççĕ.

Производствăна 2022 çулăн иккĕмĕш çурçуллăхĕнче хута яма палăртаççĕ,  предприяти пĕтĕм хăвачĕпе 2024 çулта ĕçлеме пуçлĕ.  Унта 23 çын валли  ĕç вырăнĕ пулĕ. Асăннă проект хăйĕн хакне 2,5 çултан татма тивĕç.

Нефтекамск 2-мĕш категориллĕ нумай профильлĕ муниципалитетсен шутне кĕрет. «Нефтекамск автомобиль завочĕ» ПАО  хулан тĕп предприятийĕ шутланать. Асăннă хулара социаллă тата экономика пурнăçне мала иртсе аталанакан территорине 2019 çулхи февраль уйăхĕн 12-мĕшĕнче йĕркеленĕ. Халĕ унта 17 резидента регистрациленĕ.

Пурĕ Пушкăртстан Республикинче 5 социаллă тата экономика пурнăçне мала иртсе аталанакан территори пур. Вĕсем шутне Пелепей , Кумертау, Благовещенск, Нефтекамск тата Белорецк хулисем кĕреççĕ.

Башкортостан#Уралсасси#нацпроект#Повышениепроизводительноститрудаиподдержказанятости

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас