Пур хыпар та
Новости
16 Нарӑсӑн 2022, 12:30

Пушкăртстан çурт-йĕр хăпартассипе малтисенчен пĕри

2021 çулăн кăтартăвĕсемпе Пушкăртстан çурт-йĕр хăпартассипе истори рекордне тунă тесе пĕлтернĕ регионти статистика ĕçченĕсем. Иртнĕ çулхине укçа-тенкĕн мĕнпур çăлкуçĕсемпе усă курса 2,9 млн тăваткал метр çурт хута янă. Çакă вара республика историйĕнче чи пысăк кăтарту шутланать.

Пушкăртстан çурт-йĕр хăпартассипе малтисенчен пĕри
Пушкăртстан çурт-йĕр хăпартассипе малтисенчен пĕри

 - Çурт-йĕр хăпартасси 2020 çулхипе танлаштарсан 18,4 процент ÿснĕ. Кашни 1000 çын пуçне 725 тăваткал метр çурт пулса тухать, - тенĕ Пушкăртстанстатра.

Республикăра пурăнакансенчен 61,3% хăйсен укçи-тенкипе тата кредитпа усă курса çурт хăпартнă. Çапла майпа пĕтĕмĕшле 1,781 млн тăваткал метрлă 15,8 пин çурт «ÿссе» ларнă. Çакă 2020 çулхи кăтартуран 18,8 процент нумайрах.

 - Иртнĕ çулхине республикăри юридици сăпачĕсем – подрядчиксем 1,125 млн тăваткал метр çурт хута янă. 2020 çулхи кăтартуран 17,7 процент нумайрах, - çирĕплетнĕ статистиксем.

2021 çулхи кăтартусем тăрăх, Пушкăртстан Раççейĕн ытти регионĕсем хушшинче «çурт-йĕр» рейтингĕнче 7-мĕш вырăн йышăннă, Атăлçи федераллă округра – иккĕмĕш. Пĕрремĕш вырăнта Тутарстан Республики (3 млн ытла тăваткал метр), виççĕмĕшĕнче – Самар облаçĕ (кунта 2021 çулта 1,8 млн тăваткал метр çурт хута янă).        

Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас