Пур хыпар та
Новости
16 Нарӑсӑн 2022, 17:35

Пушкăртстанра çулталăкра 95 млн тенкĕлĕх электроэнерги вăрланă

2021 çулта республикăра элетричество сечĕсен çумне ирĕк памасăр, çынсем хăйсем тĕллĕн электричество пăралукĕсене çыхăнтарнă 891 тĕслĕхе шута илнĕ. Çапла майпа потребительсем 23,5 млн киловатт-сехет электроэнерги вăрланă. Укçана куçарсан вăл 95 млн тенкĕпе танлашать. Унсăр пуçне электричество счетчикĕсене чарса лартса электричествăпа усă курнă 775 тĕслĕхе тупса палăртнă. Кунта 14 млн киловатт-сехет электорэнерги çухалнă.

Пушкăртстанра çулталăкра 95 млн тенкĕлĕх электроэнерги вăрланă
Пушкăртстанра çулталăкра 95 млн тенкĕлĕх электроэнерги вăрланă

2022 çулта электричество сечĕсен çумне ирĕк памасăр пăралуксем çыхăнтарса ток вăрлани 1,4 млн киловатт-сехете çитнĕ пулсан, счетчиксем урлă улталаса (махинаци)  900 пин киловатт-сехет «сывлăша вĕçсе кайнă».

Федераллă законпа килĕшÿллĕн, енчен те оператор çÿлерех каланă «усал ĕçсене» тупса палăртсан вăл шута илмен çуннă электроэнергине шутласа кăларать, уншăн кил-çурт хуçине тÿлемелле тăвать. Тăкаксене шутланă чухне çурта кĕрекен электропăларук мĕнле хăватпа ток ирттерме пулнтарнине е кил-çуртра талăкра мĕнле тата миçе электроприборсемпе усă курнине (çулталăк тăрăшшĕпе) шута илеççĕ. Шыраса илнĕ укçан виçи мĕнле айăпа кĕнинчен килет. Вăл уйрăм çыншăн 10 пин тенкĕрен пуçласа çÿлелле ÿсме, предприятисемпе организацисемшĕн 100 пин тенкĕрен темиçе миллиона çитме пултарать.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор: Юрий Михайлов
Читайте нас