Новости
17 Нарӑсӑн 2022, 13:10

Пушкăртстан пики тĕнче шайĕнчи илемлĕх конкурсĕнче мала тухнă

Мускавра «Global Model of the World - 2022» Пĕтĕм тĕнчери илемлĕх конкурсĕ иртнĕ.

Пушкăртстан пики тĕнче шайĕнчи илемлĕх конкурсĕнче мала тухнăПушкăртстан пики тĕнче шайĕнчи илемлĕх конкурсĕнче мала тухнă
Пушкăртстан пики тĕнче шайĕнчи илемлĕх конкурсĕнче мала тухнă

Пурĕ унта 30 пике ăмăртнă. Вĕсем жюри членĕсен умне наци костюмĕпе, купальникпе, каçхи капăр кĕпепе тухнă. Унсăр пуçне ташă ташланă. Çавăн пекех хĕрсем презентаци вăхăтĕнче хăйсен регионне е çĕршывне кăтартса панă.

Конкурс пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх Пушкăртстан чысне хÿтĕленĕ Эльмира Шаихова «Пĕрремĕш вице-мисс» титула çĕнсе илнĕ. Чипер пике капăр коронăна тивĕçнĕ тата ăна тĕнче шайĕнчи илемлĕх конкурсне хутшăнма йыхравланă. Çавăн пекех ăна тĕрлĕ парнесем парса савăнтарнă. Чи пысăк парне – «Останкино» медио-шкулта тÿлевсĕр вĕренме май пурри.

Эльмира 22 çулта. Вăл «Пушкăртстан Республикин мисĕ-2018» ята тивĕçнĕ.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас