Новости
18 Февраля 2022, 05:47

Çитес эрнере çанталăк ăшăтĕ, çумăр çăвĕ

Çитес эрне пуçламăшĕнче Пушкăртстанăн тĕп хулине февраль уйăхĕшĕн аномалиллĕ ăшă кунсем килсе çитмелле.

Çитес эрнере çанталăк ăшăтĕ, çумăр çăвĕÇитес эрнере çанталăк ăшăтĕ, çумăр çăвĕ
Çитес эрнере çанталăк ăшăтĕ, çумăр çăвĕ

«Гисметео» информацийĕпе килĕшÿллĕн февраль уйăхĕн 21-мĕшĕнче, тунти кун, термометрсен юписем +1 градус таран хăпарĕç, уяв кунне, февралĕн 23-мĕшĕнче, сывлăш температури +3 градуса çитĕ.

Ĕпхÿ хулинче ăшă çанталăк çак эрнере ĕç кунĕсем вĕçлениччен тăрĕ. Канмалли кунсенче кăштах сивĕтĕ -2 градус. Çав вăхăтра аномалиллĕ ăшă кунсенче юрпа çумăр çăвĕ.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас