Сăмах май, Ĕпхÿпе Бирск, Çтерлĕпе Туймазă, Салаватпа Пелепей, Белорецкпа Сибай хулисенчи медицина колледжĕсем çумне çитес икĕ çулта Нефтекамскпа Октябрьскинчи, Учалăри тата Месягутово салинчи çĕнĕ филиалсем хутшăнĕç.
Регионти Сывлăх сыхлав министерстви пĕлтернĕ тăрăх, республика 2 000 ытла ФАП сыхласа хăварнă. Юлашки çулсенче вĕсене çĕннисемпе улăштараççĕ, юсавпа строительство ĕçĕсене йĕркелеççĕ.
- 2019 çултанпа «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕн мероприятийĕсене пурнăçланă май 151 фельдшерпа акушер пунктне хута янă. Çĕнĕ ФАПсенче ĕçлеме специалистсем кирлĕ. Чăн малтан кунта медицина колледжĕсен выпускникĕсем пирки сăмах пырать, - тенĕ Максим Забелин.
Çакна шута илсе ПР Пуçлăхĕ Радий Хабиров виçĕ хулара тата пĕр районта медицина колледжĕсем уçма хушу панă.
- Колледжсен директорĕсемпе канашлу ирттерĕпĕр. Унта сывлăх сыхлав системи валли вăтам професси пĕлĕвĕллĕ специалистсене хатĕрлессине сÿтсе явăпăр, - тесе çирĕплетнĕ регион ертÿçи.
#Башкортостан#Уралсасси#нацпроекты#Здравоохранение