Раççей команди Олимп вăййисенче 32 медаль çĕнсе илнĕ. Вĕсенче – улттăшĕ ылтăн, 12 кĕмĕл тата 14 бронза. Наградăсен шучĕпе пирĕн спортсменсем Норвеги (37) хыççăн иккĕмĕш пулса тăнă. Медальсене пăхсан пирĕн çĕршыв тăххăрмĕш вырăнта, мĕншĕн тесе кунта ылтăн медальсен шутне мала хураççĕ.
Çĕршыв командин пухмачне медальсемпе пуянлатас енĕпе Пушкăртстан спортсменĕсем те чылай тар тăкнине палăртмалла. Пекинри Олимпиадăра конькипе ушкăнпа пĕр-пĕрин хыççăн чупса (гонки преследования) Ĕпхÿ спортсменĕ Руслан Захаров кĕмĕл медаль çĕнсе илчĕ. Эдуард Латыпов биатлонист виçĕ бронза награда хуçи пулса тăчĕ, Семен Елистратов шорт-трекист пĕр бронза медале тивĕçрĕ.
Юрий СНЕГОПАД.