Пур хыпар та
Новости
21 Нарӑсӑн 2022, 12:30

Аварире икĕ çын вилнĕ

Renault Duster внедорожникпа DAF фура çапăннă хыççăн икĕ çын вилнĕ. Вилĕмпе вĕçленнĕ çул-йĕр инкекĕ ĕнер, февраль уйăхĕн 20-мĕшĕнче, каçхи 9 сехетре «Урал» М-5 автоçулăн 1514 çухрăмĕнче Иглин районĕнче пулса иртнĕ.

Аварире икĕ çын вилнĕ
Аварире икĕ çын вилнĕ

 - Аварире Renault Duster внедорожникăн икĕ пассажирĕ йывăр суранланнă пирки ĕмĕрлĕхех куçĕсене хупнă. Унăн водительне больницăна илсе çитернĕ. Инкек сиксе тухнă вырăнта ГИБДД тата ытти служба ĕçченĕсем ĕçлеççĕ. Лару-тăрăва уçса парассипе тăрăшаççĕ, - тенĕ ПР Çул çинчи хăрушсăрлăх патшалăх инспекцийĕнче.

Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас