Пур хыпар та
Новости
21 Нарӑсӑн 2022, 12:14

Пушкăртсанра пин агроном пĕлĕвне ÿстерет

Пушкăртстанра «1000 агроном» квалификацие ÿстермелли курс пырать.

Пушкăртсанра пин агроном пĕлĕвне ÿстерет
Пушкăртсанра пин агроном пĕлĕвне ÿстерет

Виççĕмĕш занятире ученăйсем хытă тулла, сойăна,  пуçлă сухана Пушкăртстан условийĕсенче акса ÿстермелли  уйрăмлăхсем çинчен каласа панă. Республика  аграрийĕсемшĕн вĕрентÿ йĕркелесси йăлана кĕнĕ пулăм. ПР Ял хуçалăх министерстви ăна 2018 çултанпа ирттерет. Кăçал  курссем март уйăхĕн 2-мĕшĕччен пырĕç. Уроксене ПР Ял хуçалăх министерствин Youtube каналĕнче уçса пăхма пулать.

Автор: Надежда Родионова 
Читайте нас