Новости
21 Февраля 2022, 07:45

Ултă ĕç кунĕллĕ эрне пулĕ

Раççей, çав шутра Пушкăртстан çыннисене те, март уйăхĕн пуçламăшĕнче ултă кунлă ĕç эрни тата виçĕ канмалли кун кĕтет.

Ултă ĕç кунĕллĕ эрне пулĕУлтă ĕç кунĕллĕ эрне пулĕ
Ултă ĕç кунĕллĕ эрне пулĕ

Ĕç правин эксперчĕ Татьяна Нечаева производство календарĕпе килĕшÿллĕн февраль уйăхĕн 23-мĕшĕ – ĕçлемелле мар канмалли кун пулни, февраль уйăхĕн 22-мĕшĕнче ĕç кунĕ пĕр сехете кĕскелесси пирки пĕлтернĕ.

- Канмалли тата ĕçлемелле мар уяв кунĕсене усăллăрах ирттерес тесе канмалли кунсене ытти кунсене куçарма пултараççĕ. Çавăнпа та март уйăхĕнче пире 6 кунлă (февраль уйăхĕн 28-мĕшĕ - март уйăхĕн 5-мĕшĕ) ĕç эрни кĕтет. Март уйăхĕн 5-мĕшĕ (шăмат кун) уяв умĕнхи кун пулнипе пĕр сехете кĕскелет, - палăртнă вăл.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас