Пур хыпар та
Новости
22 Нарӑсӑн 2022, 12:00

2022 çулта автотранспорта газ ямалли 10 компрессор станцийĕ хăпартĕç

Çакна Пушкăртстанри промышленность министрĕ Александр Шельдяев оперативлă канашлура пĕлтернĕ.

2022 çулта автотранспорта газ ямалли 10 компрессор станцийĕ хăпартĕç
2022 çулта автотранспорта газ ямалли 10 компрессор станцийĕ хăпартĕç

Хальхи вăхăтра Пушкăртстанра 41 горючи ямалли станци ĕçлет. Çав шутра 17-шĕ – «Газпром» ПАОн, 16-шĕ – ытти пайăр инвесторсен, 8-шĕ - «Газпром» предприятине топливăпа тата горючипе тивĕçтермелли пункт.

 - Инвесторсем строительство вырăнне суйласа илнĕ чухне чăн малтан халь тин хăпартнă компрессор станцисен тиевĕ перспективлă пулнипе пулманнине шута илеççĕ. Çак ыйтура муниципалитетсен пуçарулăхĕ пысăк вырăн йышăнать. Автотранспорта газ ямалли компрессор станцийĕн тиевĕ 30% пулсан вăл рентабильлĕ шутланать, - тенĕ А.Шельдяев.

Пушкăртстанри Промышленность министерстви кашни коммерциллĕ газ ямалли компрессор станцине тума 36 млн тенкĕлĕх пулăшу панă, пĕтĕмĕшле 360 млн тенкĕ тăкакланă. Çав шутра федераллă хыснаран 316,8 млн тенкĕ уйăрнă.

Ĕпхÿ агломерацийĕнче икĕ станци (Демская тата Маршал Жуков урамĕсенче) хута янă. Çавăн пекех Ĕпхÿ районĕнче Михайловка тата Мармылево ялĕсем çывăхĕнче те тепĕр икĕ станци ĕçле пуçланă.

Унсăр пуçне Кармаскалă районĕнче, Кармаскалă салинче тата Р-240 трасса çинчи Старомусино ялĕ çывăхĕнче, станцисем хăпартнă. Дюртюлĕ, Кушнаренковă, Элшей тата Илиш районĕсенче пĕршер станци ĕçлеме пуçланă.         

Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас