Новости
22 Февраля 2022, 07:51

Парламент кирлĕ законсем йышăннă

Вĕсен шутне çĕрпе, ял пуçĕсемпе (староста) çыхăннисем тата пĕр тăвансене пĕр шкула çÿретесси кĕреççĕ. Парламентăн 41-мĕш ларăвĕнче пурĕ 30 ытла ыйту пăхса тухнă.

Парламент кирлĕ законсем йышăннăПарламент кирлĕ законсем йышăннă
Парламент кирлĕ законсем йышăннă

Чи пĕлтерĕшлĕ закон проекчĕсен шутне пĕрремĕш вулавра йышăннă «Пушкăртстан Республикинчи çĕр ыйтăвĕсене йĕркелесси» закон проектне çĕнĕлĕх кĕртни пулса тăрать. Кунта сăмах нумай тата инвалид ача çитĕнтерекен çемьесене пурăнмалли çурт-йĕр лартма тÿлевсĕр çĕр уйăрса парасси пирки пырать. Малтанхи законра енчен те ачасем ашшĕ-амăшĕпе пурăнмасан вĕсем çÿлерех асăннă çăмăллăхпа усă курайман. Мĕншĕн тесен пурăнмалли вырăн çителĕклĕ пулманнине е урăх сăлтава пула ачасем е кукашшĕ-кукамăшĕ, е аслашшĕ-асламăшĕ патĕнче регистраци иртнипе (тĕрлĕ адреспа) çемье тÿлевсĕр çĕр илеймен тĕслĕхсем пулнă. Малашне çак çитменлĕхе закон шайĕнче пăрахăçлаççĕ.
Депутатсем ял пуçĕсен полномочийĕсене ÿстерессине законпа çирĕплетнĕ.
– Старостăсем вырăнти хăйтытăмлăх органĕсене вĕсен ĕçĕнче вăл е ку енĕпе сĕнÿ пама, ял Канаш шайĕнчи çивĕч ыйтусене татса панă чухне хăйсен шухăшне палăртма пултараççĕ. Вырăнти депутатсен ларăвĕсенче ял интересĕсене пырса тивекен ыйтусене хускатнă самантра ял пуçне канашлуçă правипе усă курма ирĕк панă, – тесе ăнлантарнă ПР Патшалăх Пухăвĕн председателĕ Константин Толкачев.
Пĕрремĕш вулавра вырăнти хăйтытăмлăх пирки закона çĕнĕлĕх кĕртнĕ. Енчен те ял-йышпа пĕр-пĕр йышăну тăвас тесен пухура вырăнти халăхăн (суйлавсене хутшăнса сасăлакансен) çурри ытла пайĕ пулмалла. Хутшăнакансен шучĕ палăртнă виçерен сахалрах пулсан пухăва тапхăрсем çине пайласа уйăх хушшинче ирттермелле. Кирек мĕнле йышăну та çак ыйтушăн çурри ытла сасăласан çеç вăя кĕрет.
ПР Çемье кодексне пĕтĕмпех йышăннă. Малашне шкула тата ача садне çÿрекен пĕр тăвансем пĕр вĕрентÿ учрежденинчех вĕренесси е воспитани илесси мала тухса тăрать. Пĕр тăвансем пĕрле пулмалла тенĕ законра. Унччен вара пĕр ача пĕр вырăнта, тепри тепĕр çĕрте регистраци иртнĕ пулсан вĕсене уйăрнă. Халĕ çĕнетнĕ законра çак кăлтăка пăрахăçланă.
Юрий МИХАЙЛОВ.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас